ЧӲК | 10 |
Чӳкӗн 8-10-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Кӳкеҫри 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта семинара пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыраканӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова пулчӗ.
Семинар «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен информаципе коммуникаци компетентноҫне ӳстермелли майсемпе меслетсем» темӑпа иртрӗ.
Вӗрентекенсем «Чӑваш литературипе урок парасси: хаклав критерисем, вӗсене шута илесси», «Тулли урок конспектне ҫырасси, харпӑр хӑй урокне тишкересси», «Презентацисем, вӗсен тӗсӗсем. Презентаци материалӗсене йӗркелемелли критерисем», «Урока презентацилесе тишкересси», «Учительсем проект ӗҫне тунӑ май алла илмелли ӑслайсем», «Шкул ачисем ҫыракан ӑслав сочиненине проектлама вӗрентесси» темӑсемпе лекцисем итлерӗҫ, практика ӗҫӗсем турӗҫ. Семинар тухӑҫлӑ иртрӗ. Вӗрентекенсем кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Ҫакӑн пек семинар йӗркеленӗшӗн вӗсем вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедринче ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.
Хӑйӗнпе паллашма хирӗҫ пулнӑшӑн вӗлернӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер ялӗнчи 24-ри ҫамрӑк 16 ҫулхи хӗр пурнӑҫне татнӑ. Ӑна айӑпласа пиҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫ ҫулла пулса иртнӗ. Аня Вастрейкина шкул вӗренсе пӗтерни 3 кун кӑна ҫитнӗ. Ҫав каҫ вӑл юлташӗсем патӗнчен килне — Ункӑпуҫ ялне таврӑннӑ. Ҫул ҫинче Аня Михаил Шаурбина тӗл пулнӑ. Каччӑ хӗр ҫулне пӳлсех паллашма хӑтланнӑ. Аня хирӗҫ пулнине курсан, каччӑ ӑна мӑйран ярса тытса «лӑплантарма» пикеннӗ. Анчах, кайран следствире каланӑ тӑрӑх, хӑй вӑйне шута илмен. «Асӑрхануллӑ пулманшӑн ҫавӑн пек пулса тухрӗ», — тет вӑл. Явапран хӑтӑлас тесе каччӑ хӗр кӗлеткине пытарма шутланӑ: ӑна вӑл вӑрманалла сӗтӗрнӗ. Аньӑна хирӗҫ тухнӑ аппӑшӗ йӑмӑкне кӗтсе илеймен. Сутра каччӑ асӑрхануллӑ пулманшӑн ҫак инкек тухнине ӗненмерӗҫ. Икӗ ҫул каялла вӑл ҫавӑн пекех хӗре пӑвнипе йӗрке хуралҫисен куҫӗ умне лӗкнӗччӗ. Ун чухне ҫынсем пулӑшма ӗлкӗрнипе хӗр чӗрӗ юлнӑ. Халӗ Михаил Шаурбина саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарчӗҫ — суд ӑна 15 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑну тунӑ.
Паян, юпан 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски шкулӗнче (Пархикасси ялӗнче вырнаҫнӑ) Юрий Филиппович Ефимов ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа конференци иртрӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла иртсен, 2 сехетре пуҫланчӗ. Шкулти акт пӳлӗмне халӑх туллиех пуҫтарӑнчӗ. Кунта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен килнӗ ӗҫтешӗсем, тӑванӗсем, пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем, шкул ачисем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни хӑйӗн сӑмахӗнче ӑсчаха тивӗҫлӗ хаклама тӑрӑшрӗ — ун кун-ҫулне, ӗҫне, тӗпчевре хӑварнӑ йӗрне уҫса пачӗ.
Ефимов Юрий Петрович — Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш чӗлхеҫи. Ҫут тӗнчене вӑл 1941 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче килнӗ, 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Юрий Петрович Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар район сучӗ наркотикпе айкашнӑ ҫамрӑка айӑпланӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулине гашиш илсе килме тӑнӑ.
24-ри Андрей Арапов суд тенкелӗ ҫинче пӗрремӗш хут. Ҫамрӑк ҫын Киргизире ҫуралса ӳснӗ, вӑхӑтлӑха Шупашкарта пурӑннӑ. Наркотиксемпе ҫыхланнӑ Андрея йӗрке сыхлавҫисем ҫуллах асӑрханӑ. Гашиша вӑл Мускавра туяннӑ. Шупашкара ҫитес умӗн ӑна полици ӗҫченӗсем кӗтсе тӑнӑ. Тӗрӗслевре шырав йыттисем пулӑшнӑ. Араповӑн автомашининче 100 грама яхӑн наркӑмӑш тупнӑ. Саккун тӑрӑх ку пысӑк парти шутланать. Сӑтӑрҫӑн вӑхӑтлӑха хывнӑ хваттерӗнче те наркӑмӑшлӑ им-ҫама туртмалли хатӗрсем, унсӑр пуҫне усӑ курма чарнӑ эмел тупнӑ. Ҫамрӑк хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫакна ҫирӗплетсе хут ҫине алӑ пуснӑ. Анчах следстви пынӑ вӑхӑтра хӑй малтан каласа панине хирӗҫлеме тӑнӑ. Ҫапах та ҫамрӑк ҫыннӑн айӑпӗ куҫкӗрет. Наркотикпе ӑна алӑран тытнӑ, хваттерӗнче те ун айӑпне палӑртакан им-ҫампа тӗрлӗ хатӗр тупнӑ. Суд ҫамрӑка 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Юпан 2-мӗшӗнче Культура Марафонӗн йӗркипе Шупашкар районне кӗрекен Иккассинчи Культура ҫуртӗнче Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Василий Леканов пьесипе лартнӑ «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ. Чи малтан ҫак яла хӑнана килсе каяссине сцена ӑстисем ахаль суйламан паллах. Кунта, юнашарти Платка ялӗнче, РФ тава тивӗҫлӗ, ЧР халӑх артисчӗ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралса ӳснӗ, раштавӑн 15-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитет. Спектакле паллӑ артистӑн тӑванӗсемпе тус-юлташӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ, Шупашкартан килнӗ сцена ӑстисен вӑййине килленсе курса ларчӗҫ.
Марафон вӗҫленмен — малалла тӑсӑлать. Сӑмахран, юпан 4-мӗшӗнче артистсем Апашри клуб-музейре Николай Угарин пьесипе лартнӑ «Савнӑ кин» спектакль кӑтартнӑ. Ыран вара, юпан 8-мӗшӗнче, Тутаркассинчи Пултарулӑх ҫуртӗнче куракансем валли «Юратсан юрлас килет» спектакль пулӗ.
ЮПА | 02 |
Шупашкар район сучӗ Шупашкарта пурӑнакан 41-ри усламҫа тата унпа каварлашнӑ 23-ри Мари Эл ҫамрӑкне 25 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑну кӑларнӑ.
Шупашкар район прокуратуринчен пӗлтернӗ тӑрӑх, преступление вӗсем тепӗр икӗ ҫынна та явӑҫтарнӑ. Карачурари «Нива» коллективлӑ садри ҫичӗ дачӑна ухтарнӑ — ал айне лекнӗ пӗтӗм тимӗр-тӑмӑра автомашинӑна вӑркӑнтарнӑ. Ҫак хушӑра йӗркелӗх хуралҫисем пырса тухасса кӗтмен ҫав вӗсем. Вӗсене асӑрхасанах ют пурлӑха каялла пушатма тытӑннӑ. Йӗркелӗх хуралҫисем иккӗн кӑна, тата вӗсенчен пӗри хӗрарӑм пулнине асӑрхасан тарма хӑтланнӑ. Шупашкар район ШӖПӗн вӑхӑтра килсе ҫитнӗ орперушкӑнӗ вӗсен ҫулне пӳлнӗ, вӑрӑсем ҫакланнӑ.
Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Явӑшра алӗҫ ӑстисен кружокӗ ӗҫлет. Михаил Захаров пенсионер ертсе пыракан ҫак ушкӑн ахаль ларас вырӑнне тӗрлӗ япала ӑсталать: сӗтел-пукан, хуҫалӑхра кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр.
Кӑҫал ҫулла вӗсем ялти ача-пӑча лапамӗ валли чуччу туса панӑ — ялти шӗверккесем ҫеҫ мар, хуларан килнисем те халь унnа ярӑнса киленеҫҫӗ. Чӑн та, пахалӑхӗ япала пысӑкӑшӗнче мар, вӑл кӳрекен савӑнӑҫра.
Пирӗн Республикӑна йывӑр наркотиксене ытларах урӑх тӑрӑхран илсе килсе сутаҫҫӗ. Ҫапах та ӑс-пуҫа минретекен ӳсентӑрана пахчара акса ҫитӗнтерекенсем те пур. Ҫавсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗрке хуралҫисем тӑтӑшах «Мӑкӑнь» операци ирттереҫҫӗ.
Мӑкӑньрен е кантӑртан хаяр наркотик хатӗрлеме пулать. Ҫак ӗҫпе аппаланакансем ытларах чухне наркӑмӑшлӑ ӳсентӑрана хуҫисӗр, юхӑнса ларакан дачӑсен ҫӗр лаптӑкӗсенче ҫуркунне акса хӑвараҫҫӗ. Ҫавнашкал акаҫӑсем «ӗҫе» пуҫӑннине, е пахчаран пахчана сӑнаса утакан ют ҫынсене асӑрхасан тепӗр чухне вырӑнта пурӑнакансем шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ. Наркотикпе усӑ курнӑ пирки кӑҫал Шупашкар районӗнче кӑна Пуҫиле 8 ӗҫ пуҫарнӑ.
Пахчара мӑкӑнь 11 тӗпрен ытла ӳсет пулсан кил хуҫи пирки пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ, 10 тӗпе яхӑн пулсан — административлӑ протокол ҫыраҫҫӗ. Пахчара пӗр тӗп мӑкӑнь ӳсни, ӑна шӑварса тӑрса кӑпкалатни наркӑмӑшлӑ чечеке 10 кун хушшинче тӗп тума хушакан хут ҫырма сӑлтав парать. Ҫак ӗҫе пурнӑҫламасан 2 пин ҫурӑран пуҫласа 3 пин ҫурӑ тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Авӑнӑн 3-мӗшӗнче Тутаркасси ял тӑрӑхӗнчи (Шупашкар районӗ) Тури Макаҫ ял уявне паллӑ тунӑ.
250 ҫул каялла йӗркеленнӗ ҫак ял. Хастарсем ял кун-ҫулӗ пирки стенд, алӗҫ ӑстисен тата кӗрхи тулӑх пахча-ҫимӗҫ куравне йӗркеленӗ. Уява авалхи чӑваш йӑли-йӗркипе пуҫланӑ. Пухӑннисене Тутаркасси ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Елимов, ял старости В. Филиппов, Тутаркасси ял тӑрӑх депутачӗ Л. Кириллова саламланӑ. Алексей Александрович ялти ватӑсене, тин ҫуралнисене парнесемпе дипломсем панӑ, ялти чи лайӑх ҫуртсемпе чи лайӑх хуҫалӑхсене палӑртнӑ.
Ҫӑкалӑхьял тата Урай Макаҫ ял клубӗсен, Котеркассинчи Фольклор ҫурчӗн илемлӗх коллективӗсем, Тутаркассинчи Тӗп культура ҫурчӗн «Хӗлхем» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарнӑ.
Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ройонти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техника сахал мар туяннӑ: 6 трактор (7 млн. 835 тенкӗлӗх), ял хуҫалӑх машинисемпе тӗрлӗ хатӗрсем — 11 единица (5 млн. 991 пин тенкӗлӗх). Пысӑк укҫа выльӑх апачӗ пухакан «ЯГУАР» комбайн — 1 единица (13 млн. тенкӗлӗх), тӗш-тырӑ пухакан «АГРОС» комбайн (5 млн. 200 пин тенкӗлӗх) туянма хывма тивнӗ.
Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техникӑпа хатӗр-хӗтӗре пурӗ 32 млн. та 931 пин тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗш-тырӑ типӗтекен хатӗрсене илес пулсан, вӗсен шучӗ 112-пе танлашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |